Чыслав
12 Марта , 05:00

Пушкăртстанри 50 хĕрарăм «Ача амăшĕн мухтавĕ» медале тивĕçнĕ

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров нумай ачаллă аннесене «Ача амăшĕн мухтавĕ» ("Материнская слава") медальпе чысласси çинчен калакан указа алă пусса çирĕплетнĕ. Çак наградăна пилĕк тата ытларах ача çуратса тивĕçлĕ воспитани паракана аннесем илĕç.

Пушкăртстанри 50 хĕрарăм «Ача амăшĕн мухтавĕ» медале тивĕçнĕПушкăртстанри 50 хĕрарăм «Ача амăшĕн мухтавĕ» медале тивĕçнĕ
Пушкăртстанри 50 хĕрарăм «Ача амăшĕн мухтавĕ» медале тивĕçнĕ

Чыслав списокĕнче пурĕ 50 хĕрарăм. Баймак, Белорецк, Кугарчă районĕсенче наградăна тивĕçнисен йышĕ чи пысăкки – тăватшар нумай ача амăшĕ. Çавăн пекех «Ача амăшĕн мухтавĕ» медале Архангельск, Авăркас, Белокатай, Бирск, Благовещенск, Бурзян, Давлекан, Зианчура, Иглин, Илиш, Ишимбай, Караидель, Кармаскалă, Кушнаренково, Мелеуз, Мишкин, Салават, Çтерлĕпуç, Çтерлĕ, Туймазă, Учалă, Шаран тата Янаул районĕсенчи аннесем илĕç.

Аса илтертпĕр, аннесене медаль парса чысланисĕр пуçне 50 пин тенкĕ премипе тивĕçтереççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Пирĕн MАХри канал - https://max.ru/ursassi.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас