

Професси ăсталăхне шута илсе 90 ытла çын медальсемпе сумлă ятсене, Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ. Наградăсене пултаруллисене ПР Правительствин премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕ Урал Кильсенбаев панă.
Чыслав списокне кĕнĕ 100 яхăн культура ĕçченĕсен йышĕнче Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялĕнчи «Çăлкуç» чăваш халăх ансамблĕн ертÿçи Алина Степанова та пур. Вăл «Пушкăртстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ.
Алина Леонидовна ертсе пынипе асăннă ушкăн тивĕçлĕ аталанать, чăваш халăхĕн йăли-йĕркине упрать, тĕрлĕ конкурс-фестивальсене хутшăнса вуншар диплом çĕнсе илнĕ. 2012 çултанпа «Çăлкуç» коллективĕ «халăх ансамблĕ» ята çÿллĕ шайра тытса пырать.
Эпир хамăрăн ĕçтеш çакăн пек наградăна тивĕçнишĕн савăнатпăр та мăнаçланатпăр. Паллах, чун-чĕререн саламлатпăр. Алина Леонидовнăна малашне тата пысăк çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăхпа ăнăçу сунатпăр, шанса панă культура лавне тăвалла туртма вăй-хăват çитсе пытăр.
Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн пресс-служби.
Пирĕн MАХри канал - https://max.ru/ursassi.