

Анатолий Аксакова Раҫҫей президенчӗ Тав хутне панӑ. «Патшалӑх пуҫлӑхӗ пысӑка хурса хаклани пысӑк чыс кӑна мар, ку малалла ӗҫлеме те хавхалантарать. Пире малашне сахал мар ырӑ тата пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем кӗтеҫҫӗ», - тесе ҫырнӑ депутат хӑйӗн страницинче.
Палӑртса хӑварар: Анатолий Аксаковӑн чыслав наградăсем сахал мар. Вӑл 2015 ҫулта IV степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена, пӗлтӗр III степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена, 2020 ҫулта Александр Невский орденне, II степень П.А.Столыпин медальне, ҫавӑн пекех Раҫҫей правительствин Тав хучӗсене тивӗҫнӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл Чӑваш Республикин тата Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни.
Чăаш халăх сайчĕ.