Урал сасси
+10 °С
Ясно
Чыслав
27 Августа , 08:00

Валерий Зайкин хăй ĕçĕнче пит маттур

Август уйăхĕн 26-мĕшĕнче РФ ял хуçалăх министрĕ Оксана Лут Ĕпхÿ хулине ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ. Ĕç программи тулли те тĕрлĕ енлĕ пулнă: ведомство ертÿçипе республика пуçлăхĕ ял территорисене аталантарассине, вырма кампанине тухăçлă йĕркелессине, регионпа федераллă министерство тачă çыхăнса ĕçлессине сÿтсе явнă, аслă шкулсен хушшинчи студентсен кампусне хак панă.  

Валерий Зайкин хăй ĕçĕнче пит маттурВалерий Зайкин хăй ĕçĕнче пит маттур
Валерий Зайкин хăй ĕçĕнче пит маттур

Çавăн пекех РФ ял хуçалăх министрĕ Оксана Лутпа  ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров республикăри ял хуçалăх тата апат-çимĕç промышленноçĕн ĕçченĕсене патшалăх тата ведомство наградисене парса чысланă. Пысăк чыс-сума тивĕçнисен шутĕнче Авăркас районĕнчи Толбазă салинчи ветеринари станцийĕн Шланлăри ветеринари лечебницин тĕп ветеринари тухтăрĕ Валерий Зайкин пулнă. Валерий Зинонович РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне илме тивĕçнĕ.

Утмăл виçĕ çулхи Валерий Зайкин Степановка ялĕнче пурăнать. Хăй вăхăтĕнче вăл Пушкăрт патшалăх аграри университечĕн Ветеринари медицинин факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Çавăнтанпа арçыншăн выльăх-чĕрлĕх сывлăхĕшĕн кĕрешесси пурнăç тĕшши пулса тăнă та.   

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас