Урал сасси
+12 °С
Облачно
Чыслав
10 Октября , 06:00

Пушкăртстан Пуçлăхĕн аллинчен илнĕ награда

Ĕнер, октябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Республика кунĕ умĕн регион ертÿçи Радий Хабиров тĕрлĕ сферăра çитĕнÿсем тунă ĕç çыннисене Раççей тата Пушкăртстан наградисем парса чысланă. Чыслав спиокне кĕнисен шутĕнче «Красноусольск» санатори акционерлă обществăн тĕп директорĕн сиплевпе диагностика енĕпе ĕçлекен çумĕ Людмила Бадретдинова та пур. Вăл Салават Юлаев орденне тивĕçнĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Пушкăртстан Пуçлăхĕн аллинчен илнĕ наградаПушкăртстан Пуçлăхĕн аллинчен илнĕ награда
Пушкăртстан Пуçлăхĕн аллинчен илнĕ награда

Людмила Михайловна сывлăх сыхлав тытăмĕнче 44 çул вăй хурать. Авăркас районĕнчи Белогор пысăках мар чăваш ялĕ уншăн тăван кĕтес шутланать. Хĕр ача 1976 çулта Пишкайăн ялĕнчи вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ. 1982 çулта чăваш хĕрĕ Пушкăрт патшалăх медицина институтĕнче «Санитари, гигиена, эпидимиологи» спецальноçа алла илнĕ. Ун хыççăн 1981-2000 çулсенче ПР патшалăх санэпиднадзор тытăмĕнче Дуван районĕнче ĕçленĕ. 2001 çултан пуçласа паянхи кунччен ĕç биографийĕ санаторипе курорт сферипе çыхăннă. Вăл - медицина наукисен докторĕ, 112 ăслăлăх ĕçĕн (çав шутра 8 монографи) авторĕ. Хăйĕн тăрушăллăхĕпе пуçаруллăхне пула Людмила Бадретдинова «Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ», «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тухтăрĕ» ятсене тивĕçнĕ тата ытти наградăсен хуçи пулса тăнă.

Уçă кăмăллă та тарават хĕрарăм Пушкăртстанри чăвашлăх ĕçне те хастар хутшăнать. Вăл Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн пайташĕ, 2018 çултанпа Пушкăртстанри чăваш хĕрарăмĕсен «Сарпике» пĕрлĕхне ертсе пырать.  Унсăр пуçне республикăра иртекен тĕрлĕ чăваш уявĕсене хастар хутшăнать, хамăр халăхăн паянхи нушисене ăнланма тăрăшать.

Эпир Людмила Михайловнăнна черетлĕ патшалăх наградине илнĕ ятпа саламлатпăр. Пĕр чăваш поэчĕ каларăшле «Пурăнатпăр-ха». Малашнехи пурнăç такăр пултăр, чăваш тĕнчине çитĕнÿсемпе савăнтартăр. Çапла пултăр!

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстан Пуçлăхĕн аллинчен илнĕ награда
Пушкăртстан Пуçлăхĕн аллинчен илнĕ награда
Автор:Юрий Михайлов