Урал сасси
+10 °С
Ясно
Чыслав
14 Октября , 04:00

Марина Ильина Раççей наградине тивĕçнĕ

Нумаях пулмасть эпир Вĕрентекен кунне паллă турăмăр. Ăна халалланă савăнăçлă мероприятисем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче иртрĕç, çав шутра Ермеккей районĕнче те. Паллах, кун пек чухне ĕçре çитĕнÿсем тунисене чысласси йăлана кĕнĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Марина Ильина Раççей наградине тивĕçнĕМарина Ильина Раççей наградине тивĕçнĕ
Марина Ильина Раççей наградине тивĕçнĕ

Октябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче иртнĕ савăнăçлă пухура Ермеккейĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулăн филиалĕн – Эрехĕрри шкулĕн вĕрентекенне Марина Ильинана «Раççей Федерацийĕн вĕренÿ сферин хисеплĕ ĕçченĕ» ята парса чысланă.

Марина Станиславовнан педагогика сферинчи ĕç стажĕ 30 çулпа танлашать. Вăл çамрăк чухне ялти шкула вĕренсе пĕтерсен Пелепей педагогика училищинче чăваш уйрăмĕнче пĕлÿ илнĕ, пуçламăш классен вĕрентекенĕ пулса тăнă. Ун хыççăн пĕлĕве Пушкăрт патшалăх университетĕнче анлăлатнă, вĕрентÿ тытăмĕнче çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисене асăнса хăварар: 2021 çулта педагогика ĕç-хĕлĕнче пысăк çитĕнÿ тунăшăн конкурс Дипломне тата 200 пин премие тивĕçнĕ, иртнĕ çул районти «Çулталăк учителĕ – 2025» конкурсра иккĕмĕш вырăна тухнă. Кăçал вара пултаруллă вĕрентекене черетлĕ награда кĕтнĕ.

Паянхи кун Марина Станиславовна ачасене географи (аслă шкулта шăпах çак ĕçе вĕреннĕ), тăван чĕлхе тата хими предмечĕсене ăша хывма пулăшать. Вĕренекенсем те ăна хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ, районпа республика шайĕнче иртекен конкурс-олимпиадăсенче çĕнтереççĕ, парнеллĕ вырăнсем йышăнаççĕ.

– Манăн ĕç кăтартăвĕ вĕренекенсен аталанăвĕнче, çитĕнĕвĕнче палăрать. Çавăнпа та ачасен савăнăçĕ – маншăн та савăнăç, – тет пысăк опытлă вĕрентекен хăйĕн ĕçне хак панă май.

Юрий СНЕГОПАД.
Ермеккей районĕ, Эрехĕрри ялĕ.

Автор:Юрий Михайлов