Иккĕмĕш вырăнта Тутарстан (20 864 çын), виççĕмĕшĕнче – Самар облаçĕ (14 341 çын). Ача çуралассипе чи кайра Марий Эл республики (2 710 çын) пырать. Çак кăтартусене Росстат хатĕрленĕ «2022 çулхи январь –а вгуст уйăхĕсенчи Раççейри социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕ» журналтан илсе кăтартнă.
Çакăнпа пĕрле халăх вилесси чакнă: 2021 çулта çак вăхăт тĕлне 10 650 çын пурнăçран уйрăлнă пулсан, кăçал – 8 334 çын çеç. Халăх шучĕ чакассипе Раççей Федерацин ытларах субъекчĕсенче лару-тăру пĕр пекрех. Анчах та Чукотка, Ненецк автономи округĕсенче, Тюмень облаçĕнче, Дагестан, Ингушетипе Кабардино-Балкари республикисенче çынсем сахалрах вилеççĕ.
2021 çулхи перепись пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Пушкăртстан Раççейри регионсен хушшинче халăх шучĕпе 7-мĕш вырăнта тăрать.