Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Демография
9 Октябрӗн 2022, 13:35

Ĕпхÿре пурăнакансен шучĕ паллă

Çырав кăтартăвĕсем тăрăх, 2021 çулхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Ĕпхÿ хулинче 1 миллион та 167 пин те 775 çын пурăннă. Вĕсенчен 1 миллион та 144 пин те 809 çын  хуларисем шутланаççĕ, 22 пин те 996-шĕ – ялтисем.

Ĕпхÿре пурăнакансен шучĕ паллă
Ĕпхÿре пурăнакансен шучĕ паллă

Патшалăх статистикин федераллă служби (Росстат) пуçласа 2020 çулта ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри çыравăн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Çав шутра пĕтĕмĕшле халăх шутне тата арçынсемпе хĕрарăмсене уйрăммăн.

Ĕпхÿ хула администрацин патшалăх статистика пайĕн ертÿçи Оксана Даянова тĕп хулана пырса тивекен цифрăсем çинче чарăнса тăнă. Вăл черетлĕ çырава çĕршыв йывăр демографи лару-тăрăвĕпе килсе çитнине палăртнă. 2017çултан пуçласа чылай регионсенче халăх шучĕ хăй тĕллĕн чакнă. Унсăр пуçне регионсенче йыш миграцие пула та сахалланнă.

Малтанхи çыравсемпе хальхи çырав кăтартăвĕсене танлаштарсан, Раççейре çынсем ялтан хулана куçасси вăйлăланнă. Халăх шучĕ хула хутлăхĕсенче тата пысăк ял-саласенче нумайрах.

Ĕпхÿ хулинче 1 167 775 çын пурăнать терĕмĕр пулсан вĕсенчен 49, 6 проценчĕ арçынсем, 50,4 хĕрарăмсем шутланаççĕ. Çын шучĕ ÿсесси хула округĕнче ял çыннисем пулнипе çыхăннă.

Кăçалхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕрленĕ кăтартусем тăрăх, Дема. Ленин, Октябрь, Калинин районĕсенче халăх шучĕ чакни палăрать. Киров районĕнче вара самай пысăк  ÿсĕм курăнать: 2022 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 174 834 çын -  161 807 вырăнне. Халăх шучĕ ÿсни çавăн пекех Орджоникидзе тата Совет районĕсенче сисĕнет.

Юрий СНЕГОПАД.

Ĕпхÿре пурăнакансен шучĕ паллă
Ĕпхÿре пурăнакансен шучĕ паллă
Ĕпхÿре пурăнакансен шучĕ паллă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: