Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Демография
16 Ноябрӗн 2022, 08:45

Çĕр чăмăрĕ çинчи çынсен шучĕ 8 миллиарда çитнĕ

Ноябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çĕр çинчи халăх шучĕ 8 миллиарда çитрĕ тесе пĕлтернĕ Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн (ООН) Халăхсемпе ĕçлекен фонд. Çĕр планетăн халăх шутне ÿстерме чăн малтан Азипе Африкăри çĕршывсем пулăшнă, çав вăхăтрах Европăра халăх шучĕ чакнă тесе палăртнă.

Çĕр чăмăрĕ çинчи çынсен шучĕ 8 миллиарда çитнĕ
Çĕр чăмăрĕ çинчи çынсен шучĕ 8 миллиарда çитнĕ

Фонд çак хыпара пĕлтернĕ май, этемлĕх черетлĕ аталану утăмĕ туса унăн хăй умĕнче тăракан тĕнче шайĕнчи çивĕч ыйтусене те татса пама тивет тесе çирĕплетет. ООН прогнозĕ тăрăх, 2037 çул тĕлне Çĕр çинчи халăх шучĕ 9 миллиарда çитмелле.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: