Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Демография
22 Ноябрӗн 2023, 10:10

Иккĕмĕш ачашăн паракан ача амăшĕн капиталĕ 833,9 пин тенке çити ÿсĕ

2024 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен ача амăшĕн капиталне инфляци шайĕ чухлĕ ÿстерĕç. Çапла вара тÿлеве 7,7% индексацилĕç.

Иккĕмĕш ачашăн паракан ача амăшĕн капиталĕ 833,9 пин тенке çити ÿсĕ
Иккĕмĕш ачашăн паракан ача амăшĕн капиталĕ 833,9 пин тенке çити ÿсĕ

Енчен те çемьери пĕрремĕш ачашăн капитал илмен пулсан, иккĕмĕш ачашăн ашшĕ-амăшне паракан тÿлев виçи 833 800 тенкĕпе танлашать. Енчен те вара вĕсем пĕрремĕш ачашăн тÿлев илнĕ пулсан – 630 967 тенкĕ. Ача амăшĕн капиталĕпе туллин усă курман пулсан юлнă пайне те индексацилĕç.
Аса илтересшĕн, капитал укçи-тенкипе хваттер туянма, çурт-йĕр тума тата реконструкцилеме, ачасем вĕреннĕшĕн тÿлеме усă курма пулать. Маларах укçа-тенке алла йывăр лару-тăруллă çемьесем кăна илме пултарнă. 2023 çултан капитал шучĕпе уйăхсеренхи тÿлеве çемье членĕ пуçне тивекен вăтам тупăш шайĕ регионти пурăнма кирлĕ минимумăн икĕ хут пысăклатнă виçинчен пĕчĕкрех тивекенсем те илсе тăма пултараççĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: