Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Демография
4 Декабрӗн 2023, 14:40

Пепкен кăвапи çивĕт евĕр явăннă

Ĕпхÿре  çивĕт евĕр явăнна кăвапаллă ача çуралнă. Тĕлĕнмелле пулăм çинчен тĕп хулари перинаталлă центрăн специалисчĕсем пĕлтернĕ.

Пепкен кăвапи çивĕт евĕр явăннă
Пепкен кăвапи çивĕт евĕр явăннă

Тухтăрсем ача хăй майĕпе тата сывлăхлă çуралнине палăртаççĕ.

- Йывăрлăх йĕркеллĕ иртнĕ хушăра ачан кăвапи 50-70 см тăршшĕ, хулăнăшĕ 2 см яхăн пулма пултарать. Кăвапан вăрăмăшĕ çавăн пек пулнипе вăл йăлăсене (петля) е çыхăсене (узлы) явăнма пултарать, - каласа панă медицина ĕçченĕсем. Доплер аппарат юн тымарĕнче улшăнусем кăтартмасан тухтăрсем ачана хăй майĕпе çуралма ирĕк параççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: