Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Демография
11 Кӑрлач , 10:10

2024 çул пуçламăшĕнче миçе пепке çурални паллă

Çĕнĕ çулăн малтанхи кунĕсенче Пушкăртстанра 575 ача çуралнă тесе пĕлтернĕ регионти сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Татьяна Саубанова.

2024 çул пуçламăшĕнче миçе пепке çурални паллă
2024 çул пуçламăшĕнче миçе пепке çурални паллă

Министр çумĕ палăртнă тăрăх, январь уйăхĕн 1-8-мĕшĕсенче 10 йĕкĕреш çут тĕнчене килнĕ.

 - Çĕнĕ çул каçĕ пирĕн специалистсемшĕн кулленхи йĕркепе иртет. Ачасем нумай çуралнă,  вĕсен хушшинчи вăхăт кĕске пулнă. Çавăнпа бригадăсене тухăçлă ĕçлеме тÿр килнĕ. Апла пулин те креатив валли те вăхăт тупăннă – Çĕнĕ çул каçне çут тĕнчене килнĕ пепкесене илемлĕ «конвертсем» ăшне вырнаçтарнă. Çапла майпа ачасен ашшĕ-амăшĕсене савăнăç парнеленĕ,  - каласа панă Татьяна Саубанова.

Иртнĕ çул ача çуралнине çирĕплетекен свидетельствăсен 76 процентне электронлă майпа панине те палăртнă министр çумĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: