Урал сасси
+12 °С
Облачно
Демография
19 Сентября 2024, 07:30

Пепкесен чи анлă сарăлнă тата сайра хутра тĕл пулакан ячĕсем

2024 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа сентябрь уйăхĕн 18-мĕшĕччен Пушкăртстанра çут тĕнчене килнĕ пепкесен чи анлă сарăлнă тата сайра хутра тĕл пулакан ячĕсене пĕлтернĕ. 

Добавить в предпочтительные источники Google
Пепкесен чи анлă сарăлнă тата сайра хутра тĕл пулакан ячĕсемПепкесен чи анлă сарăлнă тата сайра хутра тĕл пулакан ячĕсем
Пепкесен чи анлă сарăлнă тата сайра хутра тĕл пулакан ячĕсем

Çапла, тин çуралнă хĕр ачасен сайра хутра тĕл пулакан ячĕсем: Альвина, Овсанна, Эйлина, Нейля тата Адилия. Арçын ачасене вара Насим, Ильфир, Эван, Антип, Рахимба тесе ят параççĕ.

Чи анлă сарăлнă хĕр ача ячĕсем: Амина (329), София (278), Эмилия (273), Ева (271), Арина (266) пулнă. Арçын ачасен хушшинче — Амир (412), Тимур (275), Марк (273), Артем (261), Эмир (261).

Автор:Ирида Матниязова