Урал сасси
+5 °С
Облачно
Демография
15 Октября 2024, 09:37

Пепкесене Ойиша тата Эмзар ятсем панă

ЗАГС реестрĕ тин çуралнă ачасене анлă сарăлнă тата сайра тĕл пулакан ятсене пани çинчен пĕлтернĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Пепкесене Ойиша тата Эмзар ятсем панăПепкесене Ойиша тата Эмзар ятсем панă
Пепкесене Ойиша тата Эмзар ятсем панă

Октябрь уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне Амир ятлă 459 арçын ача, Амина ятлă 362 хĕр ача  çуралнă. Статистика тăрăх ашшĕ-амăш арçын ачасене Тимур (293), Марк (288), Артем (288), Эмир (282), хĕр ачасене София (312), Ева (298), Эмилия (296), Арина (292) ятсем параççĕ.

Тин çуралнă пепкесем валли ашшĕ-амăшсем сайра хутра тĕл пулакан ятсем те суйлаççĕ. Çапла майпа арçын ачасене Эмзар, Даут, Закир, Роланд, Лукьян, хĕр ачасене Ойиша, Галима Тылсым, Биби-Омина, Илена ятсем параççĕ.

Автор:Инга Алексеева