Пур хыпар та
Демография
20 Декабрӗн 2024, 14:20

Владимир Путин регионсене çураласлăх ыйтăвĕсене пысăк тимлĕх уйăрма сĕннĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путинпа çулсерен йĕркелекен тÿрĕ лини декабрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ĕпхÿ вăхăчĕпе 14.00 сехетре пуçланнă. Çĕршыв пуçлăхĕ çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсене тунă, çĕршывра пурăнакансен ыйтăвĕсем çине хуравланă. Мероприяти пĕлтĕрхи пекех тÿрĕ линипе пресс-конференци формачĕпе иртнĕ, вăл 4 сехет 30 минута тăсăлнă.  

Владимир Путин регионсене çураласлăх ыйтăвĕсене пысăк тимлĕх уйăрма сĕннĕ
Владимир Путин регионсене çураласлăх ыйтăвĕсене пысăк тимлĕх уйăрма сĕннĕ

Владимир Путин губернаторсене ĕç кунне демографи ыйтăвĕсене тимлĕх уйăрассинчен пуçлама тата вĕçлеме чĕнсе каланă.  Çакăн пирки вăл пĕрлештернĕ тÿрĕ линипе пресс-конференци вăхăтĕнче пĕлтернĕ.

 - Эпĕ паянхи тĕлпулупа, калаçупа усă курса Раççей Федерацийĕн мĕнпур субъекчĕн ертÿçисене çакна каласшăн: ĕç кунĕ çакăнтан пуçланмалла, çакăнпах вĕçленмелле. Мĕншĕн тесен ку чылай çĕршывшăн çивĕч ыйту, çав шутра Раççейшĕн те. Çĕршыв халăх йышĕнчен килет. Пĕр территори пулни аван-ха, анчах унта çак çĕршыв гражданĕсем пурăнмалла, - тенĕ Владимир Путин.

Президент палăртнă тăрăх, Раççейре паянхи кун çураласлăх (рождаемость) коэффициенчĕ 1,4 процентпа танлашать.

 - Çакă пĕчĕк кăтарту, анчах Европăри ытти çĕршывсенче вăл тата та сахалтарах. Çураласлăх коэффициентне сахалтан та 2,1% таран ÿстермелле, - тĕллев лартнă патшалăх пуçлăхĕ.

Çав хушăрах Владимир Путин çураласлăх шайĕ чакнин сăлтавĕсенчен пĕри ача çуратакан хĕрарăмсен шучĕ 30% сахалланнă тесе пĕлтернĕ. «Пире хĕр ачасем кирлĕ», - ыйтăва татса памалли тупсăма палăртнă.

Президент ачаллă çемьесене пырса тивекен пулăшу мерисем çинчен, йывăр çын пулнă тапхăртан пуçласа ача 18 ҫул тултаричченех, каласа панă. Унăн сăмахĕсем тăрăх, паянхи кун 10 млн ытла ача тата 300 пине яхăн йывăр хĕрарăм тĕрлĕ пособи илеççĕ. Çав шутра - пĕрремĕш тата иккĕмĕш ача çуратнăшăн ача амăш капиталĕ. Ăна президент «хăйне евĕрлĕ тупнă ăнăçлă мел» тесе хак панă.  

 - Çемье ипотеки те 6% ставкăпа сыхланса юлать. Виççĕмĕш ача çуралакан çемьесем ипотекăна тÿлесе татма 450 пин тенкĕ илеççĕ, - хушса каланă Владимир Путин.

Çавăн пекех президент Сургутра пурăнакан нумай ачаллă аннене саламланă, вăл унăн пилĕк ача пулнине пĕлтернĕ.

 - Сирĕн пилĕкача-и?Эпĕсиреçакăнпа саламлатăп.Эсир телейлĕçын.Ку чăннипе çапла. Пире итлекенсенчен чылайăшĕ сиртен тĕслĕх илччĕр, -  тенĕ Путин.

Владимир Путин нумай ача амăшĕн ыйтăвĕсем çине хуравланă май, ачаллă çемьесем валли уйрăм çынсен тупăшĕсенчен тÿленекен налога тепĕр хут шутласа пама, тÿленĕ налогран 7 процентне каялла тавăрса пама сĕннĕ. Çапла майпа çемьесем «çухатăва саплаштарма» пултарĕç.

Унсăр пуçне çураласлăх коэффициенчĕ 1,41 процентран пĕчĕкрех тытăнса тăракан регионсемшĕн çитес çулсенче 75 млрд тенкĕлĕх пулăшу паракан уйрăм программа хатĕрлĕç.    

 

 

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: