Пур хыпар та
Демография
16 Апрелӗн 2025, 19:30

Çамрăк çемьере йĕкĕреш хĕр ачасем çуралнă

Пушкăртстанри çамрăк çемьере йĕкĕреш хĕр ачасем çуралнă. Вĕсен ашшĕ ачисем çурални çинчен çирĕплетекен свидетельство çыртарма килнĕ.

Çамрăк çемьере йĕкĕреш хĕр ачасем çуралнă
Çамрăк çемьере йĕкĕреш хĕр ачасем çуралнă

Йĕкĕрешсем çурални çинчен çирĕплетекен чаплă регистраци апрель уйăхĕн 15-мĕшĕнче Балтач районĕнчи ЗАГСра пулса иртнĕ. Азамат ашшĕпе Ляйсан амăшĕ хĕрĕсене Азалия тата Амалия ятсем парас тенĕ. Пепкесем - çемьери пĕрремĕш ачасем.

Пĕрремĕш çут тĕнчене Азалия килнĕ. Азалия – «чечек» тенине пĕлтерет. Амалия иккĕмĕш пулса çуралнă. Çак ят «ĕçчен» тенине пĕлтерет.

- Икĕ ача çуралассине пĕлсен питĕ савăнтăмăр. Пирĕн ăрура йĕкĕрешсем çурални пулнă-ха, - каласа панă ЗАГС ĕçченĕсене икĕ пепкен телейлĕ ашшĕ.

ЗАГС ĕçченĕсем ашшĕне çемье хушăннипе саламланă, сывлăх суннă, Балтач районĕнче пурăнакан чи пĕчĕк çыннисене телей суннă, парнесем панă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас