«РФ гражданĕсен сывлăхне сыхласси çинчен» федераллă саккунăн 20 тата 56 статйисене улшăнусем кĕртмелли проекта хатĕрлесе Патшалăх Пухăвне янă.
- Халĕ ача пăрахмалли медицина процедури иртме ирĕклĕ килĕшÿ çеç çырмалла. Чылай чух хĕрарăмсене тĕрĕс йышăну тума пулăшу кирлĕ. Специалист консультацийĕ ăна ăнлануллăрах, виçеллĕрех йышăну тума май парĕ. Психолог консультацине кĕртни хĕрарăмсене кăткăс лару-тăрура пулăшу парасса, пин-пин ачан пурнăçне сыхласа хăварма пулăшасса шанатпăр, - ăнлантарса панă ПР Патшалăх Пухăвĕн председателĕ.
Пĕлсе тăма: Росстат даннăйĕсем тăрăх 2024 çулта Раççейре 1,222 млн ача çуралнă, çакă иртнĕ çулхинчен 3,4% сахалрах. Çак кăтартуран та сахалраххи 1999 çулта пулнă, ун чух 1,215 млн ача çуралнă.