Республикăра 2025 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнччен сайра тĕл пулакан тата чылай чухне усă куракан ятсене шута илнĕ. Çак кăтартусене ЗАГС реестрĕнчи информаципе аналитика порталĕнче пичетлесе кăларнă.
Сервисри информаци тăрăх, тин çуралнă пепкесене ят панă чухне ашшĕ-амăшĕсемпе çывăх çыннисем сайра хутра Дзерасса, Афрузабегим, Юльгиза, Нурзида тата Арифа хĕр ячĕсемпе усă кураççĕ. Çав вăхăтрах арçын ачасене Гулмамад, Абдурахман, Игнат, Оятулло и Данте ятсем параççĕ.
Анлă сарăлна хĕрсен ячĕсем шутне Амина (188), Амелия (184), Эмилия (172), Ева (170) тата София (167) кĕреççĕ. Арçын ачасен - Амир (242), Эмир (184), Марк (168), Тимур (166) тата Мирон (163).
Юрий СНЕГОПАД.