Зилаир районӗнчи Юлдыбаево ялӗнчи Байгоныспа Гайрифа Алхатовсем каллех ҫамрӑк аттепе анне пулса тӑнӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьере Саул ятлӑ хӗр ҫуралнӑ. Вӑл пысӑк та туслӑ кил-йышра 13-мӗш ача пулса тӑнӑ. Ҫемьере тӗлӗнмелле илемлӗ ятлӑ ачасем: Балжан, Руслан, Рустам, Мухаммет, Ерлан, Марьям, Нурия, Сабия, Фатима, Сафия, Ибрагим, Имран çитĕнеççĕ. Алхатовсем ача çурални çинчен çирĕплетекен свидетельствăна илес тесе «Ача çурални» суперсервиспа усă курнă. Зилаир районӗнчи ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ Гульназ Кашкарова телейлӗ ашшӗ-амӑшне ача çурални çинчен çирĕплетекен свидетельствӑна панă чух тин ҫуралнӑ пепкене ҫирӗп сывлӑх, телей тата ырлӑх суннă.
"Ҫемье - пирӗн чи хакли. Унта яланах тӑнӑҫлӑхпа юрату хуçалантăр", - саламларӗ нумай ачаллӑ ҫемьене Владимир Спеле.