Кун пирки регионтиСывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ. Юлашкиҫултаасăннă майпа 18 ача ҫуралнӑ.Ведомствӑрапалӑртнӑ тӑрӑх, уйрӑм клиникăсенче суррогатлă аннесемпе усă курса ҫуралнӑ ачасене çак шута илмен.
Суррогатлă аннен тивĕçне ачана тăхăр уйăх тăршшĕ (кунта ача срокчен маларах çуралассине те шута илеççĕ) варĕнче ÿстерсе çуратасси кĕрет. Вăл пулас ачан чăн ашшĕ-амăшĕпе тунă договор çине алă пусать. Ун чух генетикăллă ашшĕпе амăшĕн клеткисене пĕтĕçтерсе (оплодотворить) эмбрион тăваççĕ те донор-аннен амалăх органне куçараççĕ. Çак çăмăллăхпа медицина кăтартăвĕсемпе çуратма пултарайман пĕччен хĕрарăм та усă курма пултарать.