Пушкăртстанра паянхи кун 14 618 хĕрарăм ача кĕтет. Çакăн пирки çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх парассипе ĕçлекен министр Ленара Иванова пĕлтернĕ. Ведомство ертÿçи пулас аннесене хĕрарăмăн пурнăçĕнчи чи çутă та савăнса хумханмалли вăхăтпа саламланă.
- Паян пепке кĕтекен мĕнпур хĕрарăма саламлас килет. Çак тапхăр сире савăнăç, лăпкăлăх, хавхалану илсе килтĕр. Йывăрлă пулни – çăмăл, ача çуратасси ăнăçлă ирттĕр, анне пулни савăнăç парнелетĕр. Хăвăра упрăр, тăтăшах кулăр, хăвăр чĕрĕре итлĕр – шăпах вăл юрату мĕнле ÿснине пĕлет, - палăртнă Ленара Иванова.
Паянхи кун республикăра Ĕç министерствине пăхăнса тăракан организацисенче 33 йывăрлă хĕрарăм ĕçлени паллă.