Урал сасси
+7 °С
Облачно
Демография
11 Декабря 2025, 07:00

Вуннăмĕш хут анне пулнă

Калтасă районĕнчи Бикмурзинсен çемйинче йыш хушăннă – çут тĕнчене вуннăмĕш ача килнĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Вуннăмĕш хут анне пулнăВуннăмĕш хут анне пулнă
Вуннăмĕш хут анне пулнă

Ашшĕпе амăшĕ çичĕ хĕр ачапа икĕ арçын ачана çитĕнтереççĕ, халĕ ачасен кĕçĕн шăллĕ çуралнă. Хĕрарăм тăххăрмĕш хут çуратнă, маларах унăн йĕкĕрешсем пулнă.

Виçĕ пин те виççĕр вăтăр грамм таякан пепке Ĕпхÿри Куватов ячĕллĕ Республикăри клиника больницинче çуралнă. Ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн тӑваттӑмӗш талӑкра амӑшне тӗпренчӗкӗпе килне янă.

Автор:Инга Алексеева