Пур хыпар та
Демография
25 Нарӑсӑн , 11:00

Ачана çулталăк çурă тултариччен паракан пособие 5,5 пин арçын илет

Пушкăртстанра ачана çулталăк çурă тултариччен пăхнишĕн паракан укçана 23,6 пин ĕçлекен çынна параççĕ.  Республикăри Социаллă фонд уйрăмĕнче вĕсенчен 5,5 пин çын е урăхла каласан 21,7% арçынсем пулнине пĕлтернĕ.

Ачана çулталăк çурă тултариччен паракан пособие 5,5 пин арçын илет
Ачана çулталăк çурă тултариччен паракан пособие 5,5 пин арçын илет

«Ытларах чухне асăннă тÿлеве амăшсем çине çыраççĕ, çав вăхăтрах çак право ытти тăванĕсен те пур. Ачана çулталăк çурă тултариччен пăхнишĕн паракан тÿлеве ĕçлекен ашшĕсем, кукашшĕ-кукамăшсем, аслашшĕ-асламăшсем, опекунсем те илме пултараççĕ. Тÿлеве тивĕçекенсен пĕтĕмĕшле хисепĕнчен 5,5 пинĕшĕ – арçынсем», - палăртаççĕ фондра.

2026 çул пуçланнăранпа пĕчĕк ачасене пăхнишĕн паракан тÿлевсем валли Социаллă фонд уйрăмĕ 539 млн тенкĕ уйăрнă.

Тÿлеве ача пăхассипе çыхăннă отпуска заявлени çырнă ĕçлекен амăшне е ашшĕне параççĕ. Укçана срокчен маларах ĕçе тухсан та пама чарăнмаççĕ, ун чух вăл тÿлев те, ĕç укçи те илме пултарать.

Тÿлев виçи юлашки икĕ çулхи  ĕç укçин 40% танлашать, анчах та 12,3 пин тенкĕрен сахалрах пулмалла мар. Чи пысăк тÿлев 83 пин тенкĕ шайĕнче. Виçĕ йĕкĕреш çуралнă чух тÿлевĕн пĕтĕмĕшле виçи ĕç укçин 100 процентĕнчен ытла пулмалла мар.

2026 çулта асăннă тÿлеве уйрăм предпринимательсем, адвокатсем, хресченпе фермер хуçалăхĕнче ĕçлекенсем, иртнĕ çул вĕçлениччен страхлав тÿлевĕсене парса татнă уйрăм практика илсе пыракан нотариуссем те тивĕçме пултараççĕ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас