Урал сасси
+15 °С
Пӗлӗтлӗ
Демография
9 Мартӑн , 10:00

Мартăн 8-мĕшĕнче Пушкăртстанра 25 арçын ача тата 22 хĕр ача çуралнă

Хĕрĕх çичĕ хĕрарăм анне пулса тăнă.

Мартăн 8-мĕшĕнче Пушкăртстанра 25 арçын ача тата 22 хĕр ача çуралнăМартăн 8-мĕшĕнче Пушкăртстанра 25 арçын ача тата 22 хĕр ача çуралнă
Мартăн 8-мĕшĕнче Пушкăртстанра 25 арçын ача тата 22 хĕр ача çуралнă

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ Пушкăртстанри 47 çемьешĕн чăн-чăнах телейлĕ пулса тăнă. Мартăн 8-мĕшĕнче республикăра çут тĕнчене 25 арçын ача тата 22 хĕр ача килнĕ тесе пĕлтернĕ регионти сывлăх сыхлав министерствин пуçлăхĕ Айрат Рахматуллин.

«Телейлĕ çемьесене пепкесем çуралнă ятпа саламлатăп!», - тенĕ министр.

Маларах Куюргазă районĕнчи 11 ача амăшĕ Фаягуль Абдуллина ăна ачисем телей парнелени çинчен каласа панă. Пĕрремĕш ачине вăл 18 çулта çуратнă, вун пĕрмĕшне, Аселия хĕрне - иртнĕ çул 42 çулта чухне.

Юрий СНЕГОПАД.

Пирĕн MАХри канал - https://max.ru/ursassi.

Мартăн 8-мĕшĕнче Пушкăртстанра 25 арçын ача тата 22 хĕр ача çуралнă
Мартăн 8-мĕшĕнче Пушкăртстанра 25 арçын ача тата 22 хĕр ача çуралнă
Мартăн 8-мĕшĕнче Пушкăртстанра 25 арçын ача тата 22 хĕр ача çуралнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас