Урал сасси
+23 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çемье
28 Июлӗн 2021, 11:29

Нумай ачаллă çемьесене - хушма укçа-тенкĕ

Пушкăртстанри виçĕ е ытла ача çитĕнтерекен çемьесене тата 123 млн тенкĕ уйăрĕç. Пĕтĕмпе асăннă пулăшу валли Раççей регионĕсене 1,44 млрд тенкĕ панă. Çак хушăва Правительство Председателĕ Михаил Мишустин алă пуснă.

Нумай ачаллă çемьесене -  хушма укçа-тенкĕ
Нумай ачаллă çемьесене - хушма укçа-тенкĕ

Укçа-тенке виçĕ çул тултарман ачасем пур çемьесене уйăхсерен тÿлĕç. Тÿлев виçи кашни регионти ачасен пурăнмалли минимум шайĕнчен килет. Унăн Раççейри вăтам калăпăшĕ 11,3 пин тенкĕпе танлашать.
Хушма тÿлевсене 17 регион тивĕçĕ, укçа-тенкĕ 12,5 пин ачана пособи уйăрма май парĕ.
- Пурĕ асăннă тÿлевсем валли федераллă бюджетран 58 млрд тенкĕ уйăрма палăртатпăр. Çур миллион ачан ашшĕ-амăшĕ вĕсене тивĕçĕ. Нумай ачаллă çемьесене Правительство малашне те пулăшу парĕ, - тенĕ Михаил Мишустин июль уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртнĕ Правительство ларăвĕнче.
Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: