Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
30 Июнӗн 2022, 10:25

Çемье, юрату, шанчăклăх кунне паллă тума йышăннă

Июнь уйăхĕн 28-мĕшĕнче Владимир Путин Çемье,юрату, шанчăклăх кунне çирĕплетесси пирки алă пуснă. Асăннă указа право информацийĕн официаллă интернет-порталĕнче пичетленĕ. 

«Çемье йăли-йĕркине анлăрах сарас, туслă та çирĕп çемье хаклăхĕсене тивĕçлĕн сыхласа хăварас, ачасемпе çамрăксене кăмăл-сипет воспитанийĕ парас тĕллевпе Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне йышăнма, ăна июль уйăхĕн 8-мĕшĕнче паллă тума хушатăп», - тенĕ документра.

2022  çулхи июль уйăхĕн 8-мĕшĕнче Вырăс православи чиркĕвĕ çветтуйсен шутне кĕртнĕ Петрпа Феврония Муромскисене асăнмалли куна паллă тăвать. Петрпа Феврония тĕрлĕ йывăрлăхсене пăхмасăр венчет вăхăтĕнче панă сăмахсене - савăнăçра та, инкекре те, пуянлăхпа чухăнлăхра та, чирлесен те, сывă чухне те пĕр-пĕрне пăрахмасса - пурнăç тăршшĕпех тытса пынă.

2006 çулта Муром хулинче пурăнакансем (çак хулари хĕрарăмсен мăнастирĕнче Петрпа Феврониян çĕрмен ÿчĕсем упранаççĕ) июль уйăхĕн 8-мĕшĕнче çемье хаклăхĕсене халалланă уява паллă тăвас тĕллевпе алă пуснă çыру хатĕрленĕ.

Общество деятелĕсем те, Раççей Федераци Канашĕ те çак шухăша ырласа йышăннă. Çапла майпа 2008 çулта Раççейре пуçласа  Çемье, юрату, шанчăклăх кунне паллă тунă.

Çемье, юрату, шанчăклăх кунне паллă тума йышăннă
Çемье, юрату, шанчăклăх кунне паллă тума йышăннă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: