Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
6 Июлӗн 2022, 17:29

Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче Пушкăртстанра 300 çемье чăмăртанĕ

Пушкăртстанра июль уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Раççейре Çемье, юрату тата шанчăклăх уявне паллă  тунă кун, 300 мăшăр пĕрлешĕç. Çамрăк çемьесем хула тата район мероприятийĕсене хутшăнĕç. Çавăн пекех çак кун çемьеллĕ пурнăçпа 50 тата ытларах çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене саламлĕç.

Раççейре Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне 2008  çултанпа паллă тăваççĕ. Çак кун Вырăс православи чиркĕвĕ çемьепе мăшăрлану хÿтĕлевçисем шутланакан Петрпа Феврония çветтуйсене асăнать. 2022 çулта Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн указĕпе килĕшÿллĕн уява патшалăх праçникĕсен шутне кĕртнĕ. Документра пĕлтернĕ тăрăх, уява çемье хаклăхĕсене сыхласа хăварас, ачасемпе çамрăксене кăмăл-сипет воспитанийĕ парас тĕллевпе йышăннă.

Пушкăртстанра Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне 2019 çултанпа Бирск хулинче анлăн паллă тума пуçланă. Йăла-йĕркене пуçарса яраканĕ – республика ертÿçин мăшăрĕ Каринэ Хабирова. Çак кун Радий Хабиров «Ашшĕ-амăш мухтавĕ», «Ача амăш медалĕ» патшалăх, «Юратупа шанчăклăхшăн!» обществăлла наградăсене парса чыслать. Авалхи купсасен хулинче, Бирскра, халăх вăййисем иртĕç, алă ăстисен выставкисене йĕркелĕç. Асăннă хулара уяв июль уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Свято-Троицк кафедральнăй соборĕн лапамĕнче иртет. Унта Петрпа Феврониян çĕрмен ÿчĕсене илсе килĕç.

Мероприяти программинче вырăнти эстрада артисчĕсен çемье номерĕсем пулĕç. Çавăн пекех çăлтăрлă мăшăрăн, Наталья Сенчуковапа Виктор Рыбинăн, концертне курса киленĕç.

Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче Пушкăртстанра 300 çемье чăмăртанĕ
Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче Пушкăртстанра 300 çемье чăмăртанĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: