Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
18 Августӑн 2022, 11:15

«Атте хастарлăхĕ» медале илме 160 ытла арçын ĕмĕтленет

Пушкăртстанра 160 ытла çын «Атте хастарлăхĕ» обществăлла наградăна илме кăмăл пурри çинчен пĕлтерсе заявка панă. Çакăн çинчен регионти Ĕç, çемье тата социллă хÿтĕлев министерстви ПР Обществăлла палаттăн информаци çăлкуçĕсем çине тайăнса пĕлтернĕ.

«Атте хастарлăхĕ» медале  илме 160 ытла арçын ĕмĕтленет
«Атте хастарлăхĕ» медале илме 160 ытла арçын ĕмĕтленет

Заявка панисен хушшинче пушар сÿнтерекен, вĕрентекен, фермер, водитель, тракторист, адвокат, нотариус, платник, слесарь, маркетолог тата ытти профессисене суйласа илнисем пур. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем сывлăх енчен хавшак ачасем çитĕнтереççĕ, теприсем усрава илнĕ. Вăтăр ачана воспитани паракан çемьесем те пур.

Петĕмлетÿсене сентябрь уйăхĕнче тăваççĕ. Чыслав цермонийĕ Раççейри Атте кунĕнче иртĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: