Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
17 Сентябрӗн 2022, 10:40

Анатолий Ефимов «Атте хастарлăхĕ» медале тивĕçнĕ

Сентябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче Пушкăртстан Республикин Обществăлла палати республикăра виççĕмĕш хут иртекен конкурса хутшăнса «Атте хастарлăхĕ» («Отцовская доблесть») обществăлла медале илнисен йышĕпе паллаштарнă. Кăçал конкурса пурĕ 218 заявка килнĕ, пĕлтĕр 184 çын пулнă. Документсене август уйăхĕн 1-мĕшĕччен йышăннă. «Атте хастарлăхĕ» медале кăкăр çинче çакса çÿреме кăмăл пуррисен шутĕнче тĕрлĕ обществăлла организаци (тĕнпе, спортпа, çамрăксемпе çыхăннисем) хастарĕсем пулнă. Çавăн пекех вĕрентÿ, медицина учрежденийĕсенче, коммерци тытăмĕнче ĕçлекенсем, пенсионерсемпе фермерсем, инженерсемпе механиксем, çарта хĕсметре тăракансем тата ытти те.

Анатолий Ефимов «Атте хастарлăхĕ» медале тивĕçнĕ
Анатолий Ефимов «Атте хастарлăхĕ» медале тивĕçнĕ

Конкурса йышлă хутшăннă район-хуласен шутне Элшей, Авăркас, Белорецк Куюргазă, Туймазă, Ĕпхÿ районĕсем, çавăн пекех Ĕпхÿпе Сибай хулисене кĕртмелле тесе палăртнă ПР Обществăлла палатăн пресс-службинче.

Ăмăртăва хутшăнакансен ÿсĕмĕ кăçал çамрăкланни сисĕнет. Чи çамрăкки - 32 çулта. Вĕсен шутĕнче Ĕпхÿре пурăнакан Ильдар Кагармановпа (массаж тăвакан медбрат, ыркăмăллăх ĕçне хутшăнать) Хасан Каримов (Пушкăрт патшалăх аграри университечĕн преподавателĕ), Мелеуз районĕнчи Айнур Хисамутдинов (гимназири физкультура вĕрентекенĕ), Мияки тăрăхĕнчи Айгиз Зайнетдинов (куреш кĕрешĕвĕ енĕпе тренер-вĕрентекен), Туймазăри Тимур Якупов (пожарник). Конкурса хутшăннă чи аслă çын  - 86 çулхи Нурулла Мигранов. Вăл Белорецк районĕнче пурăнать, хăй вăхăтĕнче шкул директорĕ пулнă, халĕ пенсинре.

Икçĕр ытла çынран конкурсра 38 атте çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Вĕсен шутĕнче чăваш арĕ те пур. Вăл - Авăркас районĕнчи Меселпуç ялĕнчи хĕрĕхри пилĕк ача ашшĕ Анатолий Ефимов вĕрентекен. Маттур, Анатолий Иванович. Чун-чĕререн саламлатпăр.

«Атте хастарлăхĕ» медальсене сентябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче Ĕпхÿри «Торатау» Конгресс-холра савăнăçлă церемонинче парса чыслĕç. Сăмах май, вулакансене çак конкурс 2020  çултанпа иртнине аса илтересшĕн. 2020  тата 2021 çулсенче "Атте хастарлăхе" медале 27 çын (кашни çул) тивĕçнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: