Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
21 Сентябрӗн 2023, 12:10

Нумай ачаллă çемьере 15-мĕш ача çуралнă

Мелеуз хулинче пурăнакан Андрейпа Людмила Старцевсен туслă çемйинче 15-мĕш пепке çуралнă. Арçын ачана Артем ят панă тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри юстици ĕçĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ.

Нумай ачаллă çемьере 15-мĕш ача çуралнă
Нумай ачаллă çемьере 15-мĕш ача çуралнă

Сентябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче Мелеуз районĕнчи ЗАГС уйрăмĕн ертÿçи Светлана Сагадиева чаплă лару-тăрура телейлĕ аннене Людмила Старцевана ача çуралнине çирĕплетекен свидетельствăна панă.

Пĕтĕмĕшле çемьере юратупа килĕшÿре 9 арçын ача тата 6 хĕр ача ÿсет. Чи асли – 25 çулта. Çемье пуçĕ Мелеуз хулинчи предприятисенчен пĕринче ĕçлет. Мăшăр уйрăм хуçалăхпа пурăннă май ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçлеме хăнăхтарать.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: