Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
10 Кӑрлач , 15:33

РФ правительствинче Çемье çулталăкĕн мероприятийĕсем пирки пĕлтернĕ

Раççей правительстви  çĕршыв пуçлăхĕ хушнипе Çемье çулне халалланă тĕп мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Астутаратпăр, 2024 çула Раççейре  Владимир Путин указĕпе Çемье çулĕ тесе çирĕплетнĕ.

РФ правительствинче Çемье çулталăкĕн мероприятийĕсем пирки пĕлтернĕ
РФ правительствинче Çемье çулталăкĕн мероприятийĕсем пирки пĕлтернĕ

Асăннă ĕçе демографи тата çемье политикипе çыхăннă документа 2030 çулччен хатĕрлесси, нумай ачаллă çемьесен право статусне тата социаллă гарантийĕсене федераллă шайра çирĕплетесси, Президент хушнипе виççĕмĕш ачана çуратнăшăн укçа тÿлевне тăсасси кĕреççĕ.

Йĕркелÿ комитечĕн председателĕ пулма çирĕплетнĕ Татьяна Голикова вице-премьер сăмахĕсем тăрăх, 2024 çулхи тĕп тĕллевсем çамрăк çемьесенче пĕрремĕш ачасене çуратма условисем тăвассипе, ача çуратмалли ÿсĕмрисен сывлăхне çирĕплетессипе, нумай ачаллă тата темиçе ăрупа пурăнакан çемьесене пулăшассипе, нумай ачаллă çемьесен ырă тĕслĕхĕсене сарассипе çыхăннă.

Федераллă план темиçе блокран тăрать. Çавсен шутне «Ача амăшĕ героиня» паллăпа, «Ашшĕ-амăш мухтавĕ» медальпе тата орденпа наградăланă ашшĕ-амăшсене чысласси; «Ку пирĕн çемьере», «Çулталăк çемйи» Раççей шайĕнчи конкурссем йĕркелесси;  Çемье, юрату, шанчăклăх кунне халалланă тата ытти мероприятисене ирттересси кĕреççĕ.
Пĕлÿ кунĕнчи пĕрремĕш урока та, шкулпа сывпуллашмалли каçсене те Çемье çулĕн тематикипе ирттерĕç.

Асăннă  çула «Тăвансем – юратнă çынсем» Раççей шайĕнчи çемье  форумĕпе уçма палăртаççĕ, вăл январь уйăхĕн 19-мĕшĕнче ВДНХра «Раççей» выставкинче иртĕ. Çавăн пекех культура, спорт, обществăлла мероприятисене ирттерме палăртаççĕ. Планри икĕ пая ашшĕ-амăшсемпе, çав шутра пулассисемпе, çамрăккисемпе, ĕçлессине уйăрнă.

Правительство председателĕ Михаил Мишустин  Татьяна Голикова вице-премьера плана пурнăçланине тĕрĕслесе тăма хушнă.
- Пирĕн çĕршывра çемье – чи кирлĕ хаклăх. Ачасем нумайрах çуралччăр, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем пулăшу илччĕр тесен пурне те тумалла, - палăртнă министрсен кабинечĕн пуçлăхĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: