Çакăн çинчен Патшалăх Думин пресс-служби пĕлтернĕ. Халĕ çак саккун 14 çул тултарман ачасен ашшĕ-амăшĕсене хÿтĕлет.
- Асăннă саккуна йышăнни ĕçпе тивĕçтерекенсене 16 çул тултарман ачисене пĕччен ÿстерекен ашшĕ-амăшĕсене ĕçрен хăтарма чарĕ, - ăнлантарса панă Патшалăх Думин председателĕ Вячеслав Володин.
Ун сăмахĕсем тăрăх, çак ыйтупа суйлавçăсем депутатсем патне пĕрре мар пынă.
- Вун ултă çул тултарман ачасене пулăшу кирлĕ. Ачине пĕччен çитĕнтерекен амăшне ĕçрен кăларсан çемье пурăнмалли укçа-тенкĕсĕр тăрса юлать. Пирĕн пĕччен ашшĕ-амăшне хÿтĕлемелле, ĕçпе тивĕçтерекенсем вара хăйсен яваплăхне туйса илмелле, - пĕлтернĕ Вячеслав Володин.