Урал сасси
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
27 Кӑрлач , 11:10

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Юламанти нумай ачаллă Ивановсен çемйи çинчен каласа панă

Республика Пуçлăхĕ паян хăйĕн «Пушкăртстанăн паллă çыннисен пурнăçĕ» ярăмра Авăркас районĕнчи Юламан ялĕнче пурăнакан нумай ачаллă Ивановсен  çемйи çинчен çырса кăтартнă.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Юламанти нумай ачаллă Ивановсен çемйи çинчен каласа панă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Юламанти нумай ачаллă Ивановсен çемйи çинчен каласа панă

Вера Александровнăпа Алексей Яковлевич 1974 çулта çемье çавăрнă. Малтанхи кунранах кил-çуртра йышлă ачасем пуласси çинчен калаçса татăлнă. Хальхи вăхăтра вĕсен  аслă ывăлĕ, Геннадий, 47 çулта. Вăл хăй икĕ хут асатте пулнă. Шкулта вĕреннĕ чухне унăн Аскар юлташĕ тăлăха юлнă. Ивановсем пĕр шухăшласа тăмасăр ăна хăйсен çемйине йышăннă. Кĕçĕн хĕрĕ, Лиана, 33 çул тултарнă, икĕ ача амăшĕ.

Пурĕ Ивановсен çемйи 11 ача çитĕнтернĕ, пĕрне усрава илнĕ. Паян вара вĕсен 15 мăнук тата 2 кĕçĕн мăнук çитĕнет.

«Ивановсем ачисене тивĕçлĕ пĕлÿ панă, вĕсенчен кашниех хăйсене килĕшекен профессине алла илнĕ. Геннадий – нефте урăх вырăна илсе çитерес умĕн хатĕрлев ĕçĕсене туса ирттерекен ăста специалист. Владислав тăван ялти шкулта ачасене акăлчан чĕлхине вĕрентет. Артур, Антоний, Алеся ашшĕпе пĕрле фермер хуçалăхĕнче ял хуçалăх культурисем çитĕнтереççĕ. Арсений Çтерлĕ хулинче кадастр инженерĕ пулса ĕçлет. Агата Ĕпхÿри витамин заводĕнче вăй хурать, Анатолий – инженер. Диана çемье тухтăрĕ шутланать. Лиана вара Ишимбайри химипе аналитика лабораторинче тăрăшать», - тесе çырать Радий Хабиров.

Нумай ачаллă мăшăрăн педагогика сферинчи ĕç стажĕ 50 çулпа танлашать. Хальхи вăхăтра çемье пуçлăхĕ тивĕçлĕ канура пулнă май ялта чиркÿ хăпартма пуçланă. 2012 çулта Алексей Яковлевичпа Вера Александровнăна «Ашшĕ-амашĕн мухтавĕ» ордена парса чысланă. 2020 çулта çемье пуçлăхĕ «Атте хастарлăхĕ» медале тивĕçнĕ, нумаях пулмасть  Вера Александровнăна «Ача амăшĕ героиня» сумлă ята панă.

«Сывлăх, ăнăçу тата ырлăх сунатăп Ивановсен тата Пушкăртстанри мĕнпур çемьесене», - сунать регион ертĕçи.

Юрий СНЕГОПАД.  

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Юламанти нумай ачаллă Ивановсен çемйи çинчен каласа панă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Юламанти нумай ачаллă Ивановсен çемйи çинчен каласа панă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Юламанти нумай ачаллă Ивановсен çемйи çинчен каласа панă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Юламанти нумай ачаллă Ивановсен çемйи çинчен каласа панă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Юламанти нумай ачаллă Ивановсен çемйи çинчен каласа панă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: