Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
26 Мартӑн , 11:40

«Пĕтмен-ха Тимешре Великансем»

Шăпах çак сăмахсене илтрĕç Мусквари 17№ ача çуратмалли çурта пуçтарăннă Олегпа Алена Максимовсен-Савельевсен çывăх тусĕсемпе тăванĕсем. Вĕсем пĕчĕк пепкене больницăран илсе тухнă кун йышлăн пухăнчĕç - 20 яхăн çын. Чылайăшсем наци тумĕпе пулни уяв кунне татах та илемлетрĕ.

«Пĕтмен-ха Тимешре Великансем»
«Пĕтмен-ха Тимешре Великансем»

Çуркуннен пиллĕкмĕш кунĕнче Алена Силпи юрăç савнă мăшăрне, Олег Дмитриевича, вăрах кĕтнĕ ывăлне парнелерĕ. Арăслан – çапла чаплă та хăватлă ят параççĕ çут тĕнчене килнĕ пепкене ашшĕпе амăшĕ. Пурнăç тăршшĕпе пынă ĕмĕт 55-ри арçыншăн пурнăçланни пысăкран та пысăк телей, Турă пани темелле пулĕ.
Утмăл сантиметр та 4700 грамм – ачан пĕвĕ тăршшĕпе йывăрăшне илтсен пурте: «Пăхаттир», - терĕç. Олег Дмитриевич вара хăйĕн ашшĕпе аслашшĕне асра тытса: «Великан», - тесе çирĕплетрĕ. Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче пурăнакансем 2 метр çуллĕш Миччи Великанне те, 2 метр та 10 сантиметр тăршшĕ пулнă аслашшĕне те, Петĕр Великанне, лайăх пĕлеççĕ.
Сăмах май, Арăсланăн мăн аслашшĕ 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă. Ăна аллă çул иртсен тин 1990 çулхи ноябрь уйăхĕнче Псков облаçĕнчи Себеж хулинче тупнă. Великан Петĕрĕ вăрçăри тусĕсемпе çак тăрăхри чугун çула сыхланă. Гранатометсăр юлнă пирĕн салтаксен окопĕсене фашистсем танксемпе тикĕсленĕ, шăпах çавăн чухне унăн пурнăçĕ татăлнă.
Олег Дмитриевич çар çынни хăй вăхăтĕнче тăрăшнипе 1991 çулта аслашшĕне, Петр Прокопьевич Максимова, çар хисепĕпе тăван ялĕнче пытарнă.
- Чыса тивĕç ăру умĕнче эпĕ хамăн тĕллеве пурнăçларăм. Ăру малалла аталанать, - кĕскен сăмах хушнă Тимешре çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан телейлĕ чăваш арĕ.
Тăватă ача амăшĕ пулса тăнă Алена Силпи халĕ килте ларать тетĕр-и? Çук, паллах. Çак кунсенче Арăслан ашшĕпе тата амăшĕпе пĕрле Раççей шайĕнче иртнĕ уявра пулчĕ. Чăваш юрăçи РФ наци ĕçĕсен агентствин Хисеп хутне тивĕçрĕ. «Хастар гражданла позицишĕн тата çемье хаклăхĕсене аталантарас, çирĕплетес ĕçе тÿпе хывнăшăн» тесе çырнă унта.
- Ачасем мана çĕнĕрен-çĕнĕ вăй-хал, хавхалану параççĕ. Тата ытларах юрлас, концертсем лартас, çемьепе, ачасемпе тĕрлĕ мероприятисене хутшăнас килет, - тет Алена Силпи.
Нумай ачаллă çемье йăли-йĕркине тытакан тата упракан Максимовсем-Савельевсем чăн та хисепе тивĕç.
Татьяна БОЛКОНСКАЯ.
Мускав хули.

«Пĕтмен-ха Тимешре Великансем»
«Пĕтмен-ха Тимешре Великансем»
«Пĕтмен-ха Тимешре Великансем»
«Пĕтмен-ха Тимешре Великансем»
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: