- Çĕнĕ предмета «Разговор о важном» е класс тулашĕнчи ĕç шайĕнче кĕртĕпĕр. Вăл йăлана кĕнĕ урок пек иртмĕ. Вĕрентекенпе вĕренекенсем пĕр-пĕрне шанса калаçмалла, калаçу кăмăллă лару-тăрура иртмелле. Унăн тĕллевĕ çемье йĕркелеме вĕрентесси пулса тăрать. Шкул саккинченех çемье хаклăхĕсене пысăк тимлĕх уйăрăпăр - ăнлантарса панă Татьяна Голикова.
18-35 çулхи çамрăксем хушшинче 71% хăйсен умне телейлĕ çемье йĕркелеме, ачисене тивĕçлĕ воспитани пама тĕллев лартаççĕ. Çак ăнтăлăва тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Халĕ «Çемье» наци проекчĕ пуçарса ярас тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттереççĕ. Унăн шайĕнче тĕрлĕ категорине кĕрекен çамрăк çемьесене пулăшу памалли программăсем пуçарĕç, киввисене çĕнĕлĕхсем кĕртĕç.
#БашкортостанГодСемьи2024