Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çемье
25 Апрелӗн , 15:35

Илемлĕ датăра 316 çĕнĕ çемье йĕркеленнĕ

Пушкăртстанра илĕмлĕ датăра (24.04.2024) 316 çĕнĕ çемье йĕркеленнĕ. Çакăн пирки ПР юстици ĕçĕсем енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ.

Илемлĕ датăра 316 çĕнĕ çемье йĕркеленнĕ
Илемлĕ датăра 316 çĕнĕ çемье йĕркеленнĕ

Ытларах Нефтекамск хулинчи ЗАГСра çамрăксем мăшăрланнине çирĕплетнĕ - 20 мăшăр хăйсен туйăмĕсене хут çине куçарнă. Ĕпхÿ хулинчи Киров районĕнчи ЗАГСра 19 мăшăр çемье çавăрнă, Совет районĕнче – 12 мăшăр, Ленин районĕнче – 11 мăшăр.

Республикăри районсем тăрăх иккĕмĕш вырăна Белорецк районĕнчи тата хулинчи, Салават хулинчи ЗАГС уйрăмĕсем тухнă. Вĕсенче 15-шер мăшăр пĕрлешнĕ. Виççĕмĕш вырăнта – Благовещенск районĕнчи тата хулинчи, Мелеуз тăрăхĕнчи тата хулинчи, Октябрьскинчи ЗАГС уйрăмĕсем. Асăннă районсенче 13-шер çемье йĕркеленнĕ.    

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: