Çемьере юратупа ăнлану хуçаланни, пĕрле чухне йывăрлăхсене çĕнме çăмăлрах пулнине асра тытни пысăк телей формули пулса тăрать. Нимĕнле пуянлăх та çывăх çынсемпе калаçма пултарнине улăштараймасть. Кашни çемье килĕшÿре те юратура пурăнни, малашлăх çине хавхаланса пăхни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çакăн пек çемьесем чылайрах пулсан, патшалăх та çирĕпрех пулĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, çемье çĕршывăн тĕревĕ, çирĕплĕхпе тăнăçлăх çăлкуçĕ шутланать. Çав вăхăтрах пысăк яваплăх та. Шăпах çемьере ача çын пулса çитĕнет, хăйне хăй хисеплеме вĕренет, аслисенчен кĕçĕннисене наципе культура йăли-йĕркисем куçаççĕ. Мероприятин интереслĕ те пуян программи çакна уçса панă.
Концерт программине историпе культура центрĕн хастарĕ Елена Жулина тата чăваш центрĕн методисчĕ Татьяна Васильева хутшăннă. Вĕсем «Çул хĕрринче ларать çĕмĕрт йывăç», «Çурхи вăрманта» чăваш халăх юррисене юрланă. Çавăн пекех куракансене ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрăн амăшĕ хăйĕн мăнукĕсемпе савăнтарнă. Суук-Чишма шкулне пĕтерсе Санкт-Петербург хулинче вĕренекен Анна Сафронова юрланă юрăсене те итлеме камăллă пулнă. Унсăр пуçне сцена çине Мускав хулинчен килнĕ Евгений (вăл хăйĕнпе тĕплĕн паллаштармасса ыйтнă) те тухнă, вăл пухăннисене юрă парнеленĕ.