Асăннă проектра Пушкăртстан Республикин чысне Лилия Молчанова хÿтĕлĕ. Унăн ĕçĕ «Çемье – пирĕн еткерлĕх пуласлăха» («Семья – наше наследие в будущее») ятлă. Ÿнерçĕ хăйĕн эскизне Ĕпхÿре, Комсомольская урамри çуртăн умĕнче, пурнăçа кĕртет. Çитес вăхăтра асăннă ĕç хула пейзажĕн пĕр пайĕ пулса тăрĕ.
- Эпĕ ачаранах ÿнерçĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Мана аппа-ÿнерçĕ хавхалантарчĕ. Енчен те эпĕ художник пулман пулсан модельер профессине суйласа илĕтĕмччĕ. Пачах та ÿкерме пĕлмесен вара пурнăçа археологипе çыхăнтарăттăмччĕ. Эпĕ илем кÿме юрататăп. Çакă урамри стрит-арт шайĕнчи манăн пĕрремĕш проект. Вăл юлашки пулмасса шанас килет. Произведени урлă пушкăрт çемйин ăшшине, илемне тата килĕшÿлĕхне кăтартса пама тăрăшрăм. Ĕпхÿ – питĕ илемлĕ хула. Пуçра çуралнă сăнарсем хулан нумай хутлă çурчĕсем çинче вырăн тупасса ĕмĕтленетĕп, - каласа панă Лилия Молчанова.