Пур хыпар та
Çемье
1 Октябрӗн , 16:45

Ачана 1,5 çул тултариччен пăхнăшăн паракан укçа 69 пин тенкĕпе танлашĕ

Ачана çулталăк çурă тултариччен пăхнăшăн паракан укçан чи пысăк виçи  2025 çулта уйăхсерен 69 пин тенке çитме пултарать. Çапла майпа хисеп 1,5 хут ÿсĕ.

Ачана 1,5 çул тултариччен пăхнăшăн паракан укçа 69 пин тенкĕпе танлашĕ
Ачана 1,5 çул тултариччен пăхнăшăн паракан укçа 69 пин тенкĕпе танлашĕ

Çакăн пирки «Раççей Федерацийĕн пенси тата социаллă страхлав фончĕн  2025 çулти тата план тапхăрĕн 2026-2027 çулсенчи бюджечĕ çинчен» калакан саккун проекчĕн ăнлантару çырăвĕнче çырнă.  

Документпа килĕшÿллĕн йывăр пулнăшăн тата ача çуратнăшăн паракан пособин чи пысăк виçи (ача амăшĕн отпускĕ 140 календарлă кун хушши тăсăлнă вăхăтра) 2025 çулта 794 пин тенкĕпе танлашĕ.

Çав вăхăтрах февралĕн 1-мĕшĕнчен ача амăшĕн капиталне 7,3% индексацилеме палăртнă. Иккĕмĕш ачашăн паракан укçа, маларах ача амăшĕн сертификачĕпе усă курман пулсан, 893 пин тенке çитĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: