Пур хыпар та
Çемье
25 Мартӑн 2025, 15:50

Шмаковсен нумай ачаллă çемйинче 10-мĕш ача çуралнă

Нефтекамск хулинче пурăнакан нумай ачаллă çемьере вуннăмĕш ача çут тĕнчене килнĕ. Пепке март уйăхĕн 15-мĕшĕнче Ксенипе Михаил Шмаковсен çемйинче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ ăна Давид ят панă. Арçын ача - çемьере саккăрмĕш ывăл, йышлă пиччĕшĕсемсĕр пуçне пĕчĕк Давидăн тата икĕ аппăшĕ пур.  

Шмаковсен нумай ачаллă çемйинче 10-мĕш ача çуралнă
Шмаковсен нумай ачаллă çемйинче 10-мĕш ача çуралнă

Çемье пуçĕ Михаил Петрович, водитель профессине алла илнĕскер, çывăх çыннисемпе юнашар пулас тесе ирĕклĕ графикпа ĕçлеме тÿр килни çинчен каласа панă. Ксения Петровна, кил хуçи арăмĕ, мĕнпур вăхăтне ачисене халаллать.

Шмаковсен ачисем пултаруллă пулнине палăртмалла. Вĕсем музыкăпа интересленеççĕ, хула, республика тата Раççей шайĕнчи юрă-кĕвĕ конкурсĕсене хутшăнаççĕ, парнеллĕ вырăнсем йышăнаççĕ. Ангелина музыка шкулне, сĕрме купăс класне, пĕтернĕ. Марк аккордеон тата труба класĕнче вĕренет, Виталипе Григорий тата Иосиф та музыка шкулĕнче пĕлÿ илеççĕ, трубапа выляççĕ. Пушă вăхăтра çемье вăрманта уçăлса çÿреме юратать, тюбингсем çинче тата йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллать.

Ашшĕ-амăшĕсем ачисем килте пулăшни çинчен мăнаçланса каласа параççĕ: пĕçереççĕ, ăшалаççĕ, хĕлле юр тасатаççĕ, кĕçĕннисем валли тăвайккисем туса параççĕ, килти хуçалăхри ĕçсене пурнăçлаççĕ.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас