Хĕрарăм хăй ĕмĕрне Свердловск хулинчи заводра шлифовальщица пулса ирттернĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан тăван яла, Татăшлă районĕнчи Кивĕ Шардака, таврăннă. Ашшĕ-амăшĕнчен юлнă пĕчĕк çуртра пурăннă. Назалия Гимаева хăй вăхăтĕнче çемье çавăрнă пулнă, анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула вăл саланнă. Темшĕн Турă мăшăра ача паман. Кинемейĕн çывăх çыннисем те пулман. Çавăнпа ăна Татăшлă районĕнчи социаллă хÿтлĕх паракан уйрăмăн ĕçченсем тимлĕх уйăрнă, пулăшнă.
Пурнăçри йывăрлăхсем, кăмăлĕ çукки сумлă ватта Ĕпхÿ хулинчи «Именлек» республика шайĕнчи геронтологи центрне илсе çитернĕ те. Кунта Назалия Гимаеван пурнăçĕ тĕппипех улшăннă – вăл хăйĕн телейĕпе паллашнă. Арçын унран тăватă çул кĕçĕнрех. Вăл водитель пулса ĕçленĕ, Салават районĕнче пурăннă.
Назалия Гимаевапа Фларис Гибадуллин хушшинчи хутшăну май уйăхĕнче йĕркеленнĕ, сентябрь уйăхĕнче вара вĕсем хăйсен туйăмĕсене хут çине куçарнă. Мăшăр виçĕ çул хушши пĕр-пĕринпе килĕштерсе уйрăм пÿлĕмпе туслă пурăнать. Фларис Гибадуллин начар курать пулин те çакă ăна тулли пурнăçпа пурăнма кансĕрлемест. Мĕншĕн тесен çумра - çывăх та юратнă çынни. Çапла кашни çын çĕр çине килсен, кая юлса пулсан та, хăйĕн телейне тупать.