Пур хыпар та
Çемье
16 Майӑн 2025, 15:00

Çемье кунĕнче 54 мăшăр туй вылянă

Ĕнер, май уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери çемье кунĕнче 54 мăшăр хăйĕн туйăмĕсене хут çине куçарнă тесе пĕлтернĕ республикăри çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх парассине тимлекен ведомствăн ертÿçи Ленара Иванова.

Çемье кунĕнче 54 мăшăр туй вылянă
Çемье кунĕнче 54 мăшăр туй вылянă

Ĕпхÿ хулинчи Киров районĕнчи ЗАГС уйрăмĕнче çамрăксене тата вăрах вăхăт хушши пĕрле пурăнакансене чысланă. Ленара Иванова Абдрафиковсен çамрăк çемйи йĕркеленнине хăйĕн куçĕпе курнă. Çав кунхине 24 çулхи Тимурпа 20 çулхи Дилара хăйсен туйăмĕсене хут çине куçарнă.

Тагир Гималиевичпа Луиза Ахметовна Фараховсем вара ылтăн туй паллă тунă. Мăшăр 50 çул килĕштерсе пурăнать. Çемье пуçĕ право йĕркине сыхлакан органсенче ĕçленĕ, мăшăрĕ – сывлăх сыхлав системинче.     

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас