Пур хыпар та
Çемье
28 Майӑн 2025, 12:00

Пушкăртстанра туйсем кĕрленĕ

Пушкăртстанра илемлĕ датăра - 25.05.2025 - туйсем кĕрленĕ. Регионти Юстици ĕçĕсен патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, республикăри ЗАГСсенче 98 мăшăр хăйсен туйăмĕсене хут çине куçарнă.

Пушкăртстанра туйсем кĕрленĕ
Пушкăртстанра туйсем кĕрленĕ

 - Илемлĕ датăра çемье çавăрма кăмăл тăвакансем нумай пулнăран республикăри ЗАГС уйрăмĕсенче, вырсарни кун пулнине шута илмесĕр, заявленисене йышăннă, - каласа панă ведомствăра.

Çак кунхине Ĕпхÿ хулинче пĕр çемьене чăмăртанакансен шучĕ пысăк пулнă: Киров районĕнчи ЗАГС уйрăмĕнче – 19 мăшăр, Ленин тата Дема районĕсенче – 16 тата 13 мăшăр. Кумертау хулинче вара 11 çĕнĕ çемье йĕркеленнĕ, Çтерлĕ районĕнче – 12.  

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас