-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Регионти юстици ĕçĕсем енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, хăйсен туйăмĕсене хут çине куçаракансем ытларах Ĕпхÿре пулнă: Киров районĕнчи ЗАГС уйрăмĕнче – 15 мăшăр, Советски районĕнче – 9, Калинин районĕнче – 7. Республикипе илес пулсан пĕрремĕш вырăнта Октябрьски хули (17 мăшăр), иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Нефтекамскпа Çтерлĕ хулисем пайланă (15 тата 12 мăшăр).
«Çак илемлĕ дата çамрăк мăшăрсене телейлĕ çемье пурнăçĕ парнелетĕр. Çирĕп сывлăх, юрату, çемьсенче ачасем çуралма сунатăп!» – тесе çырнă ПР Правительствин вице-премьерĕ Ирек Сагитов.