Урал сасси
+10 °С
Облачно
Çемье
14 Июля 2025, 06:00

Мохнурапа Рахат ҫут тӗнчене килнӗ

Паянхи куна Пушкӑртстанри чи чаплӑ ятсем Амирпа Амина шутланаççĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Мохнурапа Рахат ҫут тӗнчене килнӗМохнурапа Рахат ҫут тӗнчене килнӗ
Мохнурапа Рахат ҫут тӗнчене килнӗ

2025 ҫулхи январь уйăхĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа июль уйӑхӗн 13-мӗшӗччен Пушкӑртстанра ҫут тӗнчене килнӗ пепкесен чи сайра тата час-часах тĕл пулсакан ятсене ЗАГС Реестрӗ информатикăпа аналитика порталӗ пичетленӗ.

Сервис пӗлтернӗ тӑрӑх, тин ҫуралнӑ ачасем хушшинче чи сайра тӗл пулакан хӗр ача ячӗсем - Марьяма, Сафи, Гузалия, Эстель тата Мохнура. Арҫын ачасен вара Рахат, Мурадхан, Юлай, Эмил тата Хайдарали.

Час-час тĕл пулакан хӗрарӑм ячӗсем: Амина (209), Амелия (207), Эмилия тата София (194-шар), Ева (191). Арҫын ачасен - Амир (276), Эмир (209), Тимур (194), Мирон (183) тата Марк (182).

Автор:Татьяна Иванова