Çемье, ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Ленара Иванова нумай ачаллӑ ҫемьесене уйăрнă ҫӑмӑллӑхсем пирки аса илтернӗ. Вĕсен шутне ачана колледжра вӗрентмелли хакӑн пӗр пайне, 30 пин тенкӗ таран, саплаштарни те, шкул ачисене хула транспорчӗпе тӳлевсӗр ҫӳретни, коммуналлӑ тÿлевсенчи ҫӑмӑллӑхсем те, республикăри тата ун тулашĕнчи музейсемпе куравсене тӳлевсӗр ҫӳрени, партнер-организацисенче таварсемпе çăмăллăхсен хакне йӳнетни - вӗсем халӗ республикӑра 962 (пӗтӗм информаци семьярб.рф порталӗнче) кĕреççĕ.
Палӑртса хӑварасшăн: нумай ачаллисем шутне виҫӗ е ытларах ача, тата опекӑна илнисене те, çитĕнтерекен çемьесем кĕреççĕ.
Нумай ачаллӑ ҫемье статусне сроксăр çирĕплетеҫҫӗ. Анчах социаллӑ пулӑшу мерисене, сӑмахран, аслӑ ача 18 ҫул тултариччен параҫҫӗ, вӗренӳ организацийӗнче куҫӑн майпа пĕлÿ илекенсем - 23 ҫул таран. Удостоверение МФЦра Госуслуги урлă илсе пулать. Хут удостоверенийӗпе те, унӑн электронлӑ варианчĕпе те усă курма май пур.