Республикăра ача-пăчасене социаллă çăмăллăх паракан учрежденисенче çĕнĕ майсемпе ĕçлеме пуçлаççĕ. Социаллă приютсен ĕçне çĕнетесси пирки Çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх паракан министерствăн пуçлăхĕ Ленара Иванова каласа панă.
Ленара Хакимовна 2017 çулта регионти Социаллă хÿтлĕх министерствинчен Çемье, ĕç тата халăха социаллă хутлĕх паракан министерство туса хунă.
- Çав вăхăтран республикăра пур вăя çемье ырлăхне сыхласа хăвара ĕçе халалланă. 2018 çултан пуçласа эпир çемьесемпе ĕçлетпĕр. Тĕрĕссипе çемьепе ĕçлени ачана патшалăх шучĕпе приютра усранинчен 29 хут тухăçлăрах пулса тухать.
2020 çултан Пушкăртстанра виçĕ приют эксперимент шайĕнче ĕçлет. Вĕсем талăк тăршшĕ ĕçленинчен кăнтăрлахи режима куçнă.
- Эпир приютсене хупмастпăр, - ăнлантарса парать Ленара Хакимовна. – Вĕсенче ачасене 3,5 сехете йышăнмалла тăватпăр çеç. Кунта ĕçлекенсем ĕç вырăнĕсене çухатмаççĕ. Маларах çулталăкне 120 ачана талăк тăршшĕ пăхнă пулсан, халĕ 720 ачана пулăшу пама пултаратпăр.
Асăннă 720 ачан килĕсенче час-часах урокĕсене тума, аталанмалли занятисенче, логопед урокĕсенче пулма май çук. Пирĕн патра вĕсем çакна тÿлевсĕр илеççĕ.
- Асăннă центрсенче çемьесем социаллă-психологиллĕ тата вĕренÿ пулăшăвĕ илеççĕ. Халĕ вĕсен хисепĕ вун иккĕпе танлашать, хăй вăхăтĕнче 36 приют ĕçлетчĕ.