-9 °С
Пӗлӗтлӗ
ПР Юстици патшалăх комитечĕн председателĕ Владимир Спеле пĕлтернĕ тăрăх, Ĕпхÿре 29 мăшăр хăйсен туйăмĕсене хут çине куçарнă. Вĕсенчен саккăрăшĕ Киров районĕнчи ЗАГС уйрăмĕнче упăшкипе арăм пулса тăнă. Дема, Ленин тата Октябрьски районĕсенче пилĕкшер мăшăр регистрациленĕ.
Республикипе илес пулсан мăшăрланакансен шучĕпе Нефтекамск хули пĕрремĕш вырăн йышăнать (8 мăшăр), Иглин районĕ – иккĕмĕш (7 мăшăр), Ĕпхÿ районĕ – виççĕмĕш вырăнта (5 мăшăр).