Ленара Иванован сăмахĕсемпе килĕшÿллĕн юлашки пилĕк çул хушшинче нумай ачаллă çемьесен шучĕ 14 пине яхăн ÿснĕ – 23,6%. Çакă атте-аннесем çемьене, ачасене тата яваплăха суйланине пĕлтерет.
- Эпир асăннă суйлавăн никĕсĕ çирĕп пултăр тесе тăрăшатпăр. Республикăра ачаллă çемьесем валли 40 ытла пулăшу мери ĕçлет. Вĕсемпе 192 пин çемье усă курать. Пулăшу тĕрлĕ, анчах вĕсен тĕллевĕ пĕр: чăннипех кирлĕ чухне çумра пуласси. Эпир пирĕн аннесемпе мăнаçланатпăр. Пушкăртстанра «Ача амăшĕн мухтавĕ» медале пилĕк тата ытларах ача çуратса ÿстернĕ 9 568 хĕрарăм илнĕ. Федераллă шайра та пысăк чыс-сума тивĕçнĕ çемьесем пур: 10 аннене «Анне-героиня» ята парса чысланă. Маншăн вара чи пĕлтерĕшли – наградăсемпе цифрăсем мар, нумай ачаллă çемьесем йышланса пыни, - тенĕ Ленара Иванова.
Министр республикăри нумай ачаллă çемьесене вĕсен кунĕпе саламланă, кашни çуртра ăшă та лăпкă, шанчăклă пулма суннă.