Çемье çирĕп те телейлĕ пултăр тесен мĕн тумалла? Çак ыйту влаçрисене те тахçантанпах пăшăрхантарать. Çавăнпах пулĕ республикăра «Çĕнĕ çулхи çемье вăййисем» йĕркелесе ирттереççĕ.
Январь уйăхĕн 13-мĕшĕнче, Кивĕ Çĕнĕ çул умĕн, Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнчи В.В. Николаев ячĕллĕ шкулăн территоринче «Çĕнĕ çулхи çемье вăййисем – 2026» республика фестивалĕн шкул тапхăрĕ иртнĕ. Асăннă спорт уявĕ кĕçĕн классенче вĕренекенсен çемйисене пĕрлештернĕ. Эстафетăсене хутшăнакансем клюшкăпа мечĕк илсе пынă, ункăпа чупнă, бобслей енĕпе ăмăртнă тата ытти те. Ăмăртакансем тулли кăмăлпа тата пысăк хавхаланупа спорт вăййисене хутшăннă.
Тÿресем балсене шутланă хыççăн чи çÿллĕ картлашкана Елисеевсен çемйи хăпарма пултарнă. Иккĕмĕш вырăна Никитинсемпе Федоровсен çемйисем пайланă. Ефимовсемпе Захаровсем виççĕмĕш пулса тăнă.
Елисеевсен çемйи шкул чысне муниципалитет тапхăрĕнче хÿтĕлĕ. Вĕсене малашнехи вăйăсенче ăнăçу сунасси çеç юлать. Йĕркелÿçĕсем çитес çул та ĕнерхи хĕллехи кун пек савăнăçлă, çемьепе тата юлташсемпе пĕрле иртессе шанаççĕ.
Авăркас районĕ, Чăваш Хурамал ялĕ.